Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӑл пирӗнпех (В. Родионов)

Ҫыравҫӑ пултарулӑхне тӗрлӗ куҫпа пӑхса хаклама пулать. Пӗрисем унӑн биографийӗпе тач! ҫыхӑнтарса тӗпчеҫҫӗ, теприсем историпе биографие тӗпе хунинчен ытларах танлаштару-шайлаштару мелӗпе усӑ курма кӑмӑллаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем контекст палӑртма тӑрӑшаҫҫӗ. Символ-архетип шыраса хӑшкӑлакан та пур. Метатекст текенсем те курӑнкалаҫҫӗ. Ҫав мел-меслетсене уйрӑммӑн пӗрне те сивлеме кирлӗ мар-ха. Ҫапах та, ман шухӑшпала, вӗсенчен хӑшне суйласа илесси ытларах тӗпчевҫӗ тути-масинчен мар, ҫыравҫӑн хӑй евӗрлӗхӗнчен килмелле-тӗр.
Ҫак ыйту Николай Васильевич Симунов /1937-1997/ пултарулӑхне тӗпчес кӑмӑллӑ ӑслӑлӑхҫӑ умне те тухса тӑма тивӗҫ. Паллах, чи малтан писателӗн хайлавӗсемпе тӗплӗн паллашмалла, вӗсенчи илемлӗ тӗнче еплерех йӗркеленнине ӑнланма тӑрӑшмалла. Чи малтанхи калав-повеҫӗсенчех вӑл вӗрентекен пулни сисӗнет. Эппин, авторӑн биографийӗпе профессийӗ ҫырас ӗҫе питех те пысӑк витӗм кӳнӗ. Ҫакӑ вара тӗпчев ӗҫӗнче ҫыравҫӑн пурнӑҫ опычӗпе унӑн тӗнче туйӑмне яланах асра тытмалли ҫинчен калать.
Н.В.Симунов пултарулӑхне икӗ тапхӑра уйӑрса пӑхма май пур: 1988 ҫулчченхи тата 1988-1997 ҫулсенчи пултарулӑхӗ. Паллах, ҫав ҫулсенче пулса иртнӗ чӑн пурнӑҫри лару-тӑрупа ӗҫ-пуҫ ҫыравҫӑ пултарулӑхне те витӗм кӳнех.
"Тымар" повеҫ Чӑваш кӗнеке издательствинче 1986 ҫулта пичетленсе тухнӑ, автор ӑна 1967-1982 ҫулсенче хайланӑ тесе палӑртнӑ. Вӑл ҫулсене ӑслӑлӑхра пӑнтӑх тапхӑрӗ тесе калама хӑнӑхнӑ. Ку ӗнтӗ пултарулӑхра чӑн конфликтсене курманнипе ҫыхӑнни, официаллӑ идеологипе ҫырлахни ҫинчен калать пек. Н.Симунов ҫав тапхӑрта хайланӑ повеҫсем урӑххи ҫинчен ӗнентереҫҫӗ. "Тымарти" пӗр харкамҫӑ /Василий Николаевич Волков. Вӑл сӑнара ҫыравҫӑ хӑйӗнчен илсе калӑпланӑ пек туйӑнать/ акӑ мӗнле шухӑшлать: "...Юлашки вӑхӑтра пуҫлӑхсем хӑйсен ачисене вӗренейсен-вӗренеймесен те аслӑ шкулсене тӗкме тӑрӑшаҫҫӗ" /27 стр./. "Аслӑ шкулсенче ӑста специалистсем хатӗрлеҫҫӗ халь. Анчах ӗҫе юратма вӗрентсе ҫитереймеҫҫӗ пек туйӑнать", — сасӑпа шухӑшлать пӗр хуҫалӑх ертӳҫи, хӑйӗн ачине хулана училищӗне вӗренме янӑскер. Ҫапах та хайлава урӑх енчен хак памалла пулӗ. Ҫыравҫӑ унта чи малтан тӑлӑх Мишша пурнӑҫне сӑнласа кӑтартса ҫын ӗмӗрӗ тӗрлӗрен, шӑпа тени кашнин хӑйӗн тесе калать.
Ҫыравҫӑ пӗрремӗш повеҫӗнчех хӑйӗн уйрӑм стильне палӑртать. Кунта йӗрлев те ҫителӗклех, ҫапах та вӑл хайлавӑн тӗп идейине — тӑлӑх ача хунавран юмана куҫнӑ пек ҫитӗнсе хӑйӗн сӑпатне туптанине — пуҫӗпех пӑхӑннӑ. Хайлава педагогика кӑмӑл-сипечӗпе йӗрлевлӗ ӗҫ-пуҫлӑ илемлӗ текст тесе хакламалла. Ҫамрӑксем ҫинчен ҫырнӑ чухне юратусӑр та май килмест ӗнтӗ. Мишшана пӳрнӗ хӗр вӑл — Наҫтук. Ленӑпа Наташа йӑнӑш ҫулпа утаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсӗр ситӗнекен ача пӑсӑлма, киревсӗр ӗҫ тума пултарнине ӗнентерет ҫыравҫӑ. Анчах та Наташа Лена пек каччӑсен мӑйӗнчен ҫакӑнмасть, вӑл хӑйне Мишша юратӑвне тивӗҫ мар тесе шухӑшлать. Юрату пирки автор Мишшана ҫапла шухӑшлаттарать: "Ҫыннӑн кӑмӑл-туртӑмӗ виҫӗ пайран тӑрать: чун-чӗререн, ӑс-пуҫран, ӳт-пӳрен. Пӗрремӗшӗ туслӑх кӳрет, иккӗмӗшӗ — хисеп, виҫҫӗмӗшӗ — туйӑм-туртӑну. Ҫак виҫӗ япала тачӑ пӗтӗҫсе тапсан кӑна чӑн-чӑн юрату ҫуралать" /149 стр./.
"Малтанхи ҫӑлтӑрсем" повеҫ уйрӑм кӗнекен 1988 ҫулта тухнӑ. Хайлавра автор чӑваш ялӗн паян кунчченех тӑсӑлакан пысӑк ыйтӑвне хускатнӑ. Ял шкулӗ ачасене хулана кайма хатӗрлет, ялӗ вара ҫулсерен ватӑлса пырать. Мӗн тумалла-ши? Хальхи ялпа хула хирӗҫ тӑрӑвне те палӑртать вӑл. Акӑ мӗн калаҫать ялти ватӑ Ытар мучи: "Хӑйне ҫын вырӑнне хума пӑрахнӑран ялтан тухса кайрӗ те ӗнтӗ ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнакан. Хамӑр тыр-пул ӳстеретпӗр — сӗтел ҫинче хуларан илсе килнӗ хытнӑ ҫӑкӑр. Епле йывӑр вӑхӑтра та ял ҫынни кӑмакара ҫӑкӑр пӗҫернӗ. Халь те пӗҫерӗччӗ, анчах мӗнрен?" /85 стр./. Малтанхи ҫӑлтӑрсем вӗсем — яла таврӑннӑ ҫамрӑксем. Вӗсем пулсан чӑваш ялӗ те пӗтмӗ-ха.
"Ан йӗр эсӗ, Лена" хайлава унӑн авторӗ икӗ кӗнекен /1992 тата 1997 ҫулсенче/ пичетлесе кӑларнӑ, виҫҫӗмӗшӗ "Тӑван Атӑл" журналта кун ҫути курнӑ. Писатель ӑна 80-мӗш ҫулсен вӗҫнелле ҫырма пуҫӑннӑ, ҫӗре кӗрес умӗн кӑна вӗҫленӗ пулас.
Тӗрӗссипе, унӑн ячӗ хӑех ӗҫ-пуҫ, пӗр тӗп харкамҫӑ тавра пулса иртессе систерет. Ятра палӑракан сентименталлӑх та хайлава вӑйпах вӑтам жанр енне туртӑнтарать. Ҫыравҫӑ кунта нумай сюжетлӑхпа нумай сасӑлӑх, стильлӗхрен ытларах ӗҫсен хронологилле черетленӗвӗпе вӗсен ҫирӗп логикине кӑмӑллать. Вӑл пӗр кил-йыш шӑлине йӗрлет, икӗ тӑлӑха пурнӑҫ пӑтӑрмахӗсем витӗр кӑларать. Пӗрремӗш кӗнекен аннотацине аса илер-ха: "Ашшӗ-амӑшӗ ӗҫкӗпе иртӗхнине пула ҫак кӗнекери Лена пӗчӗклех тӑлӑха тӑрса юлать. Чылай инкек-синкек тӳсме тивет чипер чӑваш хӗрачин".
Тӑлӑх-турат тата атте-анне мотивӗсем хайлавра тӗпре тӑраҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Ҫакна эпӗ Н.Симунов пултарулӑхӗнче вӑйлах палӑрса тӑракан тӗп ен тесех каласшӑн. Сӑлтавне вара ҫыравҫӑн ачалӑхӗпе тата тӗп ӗҫӗпе ҫыхӑнтарса ӑнлантарни тӗрӗсрех пулӗ. Ашшӗсӗр ҫитӗннӗ ҫыншӑн тӑлӑх-турат ыйтӑвӗ ӗмӗрлӗх чӗре суранӗ пулнине ӑнланма йывӑр мар ӗнтӗ. Анне сӑваплӑхӗ, унӑн юратӑвӗ те тӑлӑх ҫитӗннӗ ҫав ҫыншӑн питех те хаклӑ. Ҫакна уйрӑмах педагог чунлӑ ҫын лайӑх ӑнланать пулӗ. Николай Васильевич вара чӑн пурнӑҫра ӑста педагог кӑна мар, тарӑн психолог пулни те паллӑ пире. Ахальтен мар вӑл хивре сюжет йӗркеленӗ хушӑрах харкамҫӑсен чун-чӗрине, туйӑм-сисӗмне ӗненмелле сӑнлама пултарнӑ. Уйрӑмах ача психологине тарӑн пӗлни сисӗнет ҫыравҫӑн хайлавӗсенче. "Кашни ҫыннӑн психологине мӗнлерех тӗрӗс пӗлмелле-ши?" — харкамҫӑ ячӗпе шухӑшласа калаҫать автор. Ҫак ыйту Плешков йӗрлевҫе хӑна мар, ҫыравҫа хӑйне те пӑшӑрхантарни вулавҫӑшӑн иккӗленӳсӗр.
"Аи йӗр эсӗ, Лена" хайлаври тӗп харкамҫӑсем — пӗр тӑван Ленӑпа Якур. Ҫак тӑлӑх ҫамрӑксен сӑваплӑхӗ тепӗр икӗ сӑнарӑн /Дашӑпа Маша/ пархатарсӑрлӑх сӗмӗнче лайӑх курӑнать. Ҫав пӑсӑлнӑ хӗрсем пӗр тӑвансене хур тӑвасшӑн ӑшталанаҫҫӗ, ҫылӑх хыҫҫӑн ҫылӑх тӑваҫҫӗ. Юлашкинчен вӗсен иртӗхӗвӗ асапа куҫать. Турӑ пурне те курса тӑрать иккен, чӑннипех те вӑл хӗн-хур куракана пӑрахмасть. Ҫак шанӑҫпа сыв пуллашать вулавҫӑ кӗнеке харкамҫисемпе.
"Ҫунатсӑр кулайсем" повеҫӗн тӗп идейине унӑн халӑх юрринчен илнӗ эпиграфӗнчен тата хайлав вӗҫӗнче ватӑ пӗр мучи /Ытар мучин "пуҫне ҫӗтӗк ҫӗлӗкпе хуплама маннӑ" сӑнарташӗ/ каланӑ сӑмахсенчен пӗлме пулать. Сарӑ саклӑ шурӑ пӳрт хӑна кайсан пушанать, унӑн кӗреки шӑпланать. Мучи вара хӑйӗн вӑйсӑр куҫӗпе "Васкавлӑ пулӑшу" машинине ӑсатса типсе кушӑрканӑ тутипе ҫапла каласа юлать: "Пурнӑҫра хӑнана ҫеҫ килетпӗр ҫав, хӗрӗм, хӑнана ҫеҫ. Пӗр авӑк сан ҫинчен калаҫӗҫ те манӗҫ. Юратнӑ ҫынну пулсан тӑпру ҫине чечек ҫыххи пырса пӑрахӗ. Унтан... ятна та манса кайӗҫ".
Ку хӗр — депутат тӗпренчӗкӗ Марина, чиперкке пулнӑскер, хӑйӗн чурӑслӑхне пула ҫын вӗлерме пултарнӑскер, кайран сивӗ пуртре ӳсӗр выртса шӑнса вилнӗскер. Ку хайлавра та Н.Симуновӑн тӗнче туйӑмӗ, философилле ӑнланӑвӗ витӗр курӑнать: пурнӑҫри иртӗхӳ нихӑҫан та ахаль иртмест. Пӳрт кӗрлет те — хӑна кайсан шӑпланать, ҫын иртӗхет те — вӑхӑт иртсен ҫав иртнӗ пурнӑҫшӑн асап тӳсет е вилет /«Ан йӗр эсӗ, Ленӑри» Дашӑпа Маша, "Ҫунатсӑр кулайсемри" Марина/.
"Ӑҫта эсӗ, ывӑлӑм?" повеҫре Афган вӑрҫине, ун чухнехи влаҫ политикине ҫӗнӗлле хак пани йышлӑ. Вӑрҫӑра пуҫ хунӑ ывӑлӗн тупӑкӗнче чул купи кӑна пулнине пӗлнӗ хыҫҫӑн Сухви аппа вилсе выртать. Славик чӗрех иккен, вӑл, хӑрах урасӑр юлнӑскер, госпитальте сывалнӑ. Ҫак пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ автора публицистикӑлла шухӑш калама кирлӗ пулни кӗретӗн курӑнать. "Каччӑсене вӗлернишӗн хӑвӑра явап тыттармалла. Инке те вилсе кайрӗ паян, уншӑн та эсир айӑплӑ", — харкамҫӑ ҫӑварӗнчен тухакан сӑмахсемпе сивлет ҫыравҫӑ ун чухнехи влаҫа.
Н.Симуновӑн кунта асӑнман ытти хайлавӗ те йышлӑ. Вӗсенче те вӑл чӑн-чӑн художник-ҫыравҫӑ пулнипе пӗрлех чӑн-чӑн гражданин-публицист, ӑста педагог-психолог пек палӑрать. Шел, паян кун та пурӑнмӑллаччӗ Николай Васильевич. Унӑн кӗнекисенчи харкамҫӑсем вулавҫӑсен чӗрисене хускатаҫҫӗ-ха, пурнӑҫ ҫинчен те сахал мар шухӑшлаттараҫҫӗ. Эппин, ҫыравҫӑ хӑйӗн кӗнекисенче пурӑнать, вӑл паян та пирӗнпех.

Виталий Родионов,
филологи ӑслӑлӑхӗн докторӗ, профессор
«Хыпар», 2007, 243№


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-23 23:29:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3956 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем